Тӑвай район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ Оксана Ястребова нумаях пулмасть Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Оксана Геннадьевна Елчӗк районӗнчи Акчел ялӗнче 1970 ҫулта ҫуралнӑ. Оксана Ястребова Ростов хулинчи патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Етӗрне районӗнчи, Шупашкарти Калинин районӗнчи прокуратурӑсенче тӗпчевҫӗре, аслӑ тӗпчевҫӗре, Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗҫленӗ. 2012 ҫулта ӑна Тӑвай районӗн прокурорӗ пулма шаннӑ. 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче асӑннӑ муниципалитетра прокурор пулса ӗҫлес вӑхӑта тата тепӗр пилӗк ҫуллӑха тӑсса панӑ.
Ҫак йӗркесен авторне Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче чӑваш ҫынни Следстви, дознани тата оперативлӑ шырав ӗҫӗн тӗп управленийӗнче Шалти ӗҫсен министерствинчи следстви ӗҫне тӗрӗслесе тӑракан управлени прокурорӗнче тӑрӑшать.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Владимир Михайлов темиҫе хваттерлӗ пулни ҫинчен «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ.
Владимир Михайловӑн харпӑрлӑхӗнче — Йӗпреҫ районӗнче пиллӗк, Ҫӗрпӳ тата Етӗрне районӗсенче икшер, Канаш районӗнче тата Мари Элти Козмодемьянск хулинче пӗрер хваттер. Хуласенче депутатӑн хваттерӗсем тата нумайрах-мӗн: Ҫӗнӗ Шупашкарта — 5 хваттер, Шупашкарта — 31 хваттер. Шупашкартисем, сӑмахран, Мате Залка, Граждан, Пролетарски, Николаев космонавт, Богдан Хмельницкий урамӗсенче, Мир, Максим Горький, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх, Трактор тӑвакансен проспекчӗсенче иккен.
«Халӑх тарҫи», «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнине ӗненсен, ҫынсене пысӑк процентпа укҫа парса пурӑннӑ.
Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Александра Козлова Европӑра йывӑр атлетика енӗпе кӑҫал иртекен чемпионата хутшӑнӗ. Ӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗме тивӗҫнӗ.
Етӗрне районӗн хӗрӗ В. Краснов ячӗллӗ Шупашкарти Олимп резервӗн училищин стажерӗ шутланать. Пултарулӑхне Шупашкарти Валериан Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче туптать.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александра аслисен Европа чемпионатне унччен хутшӑнман. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл 23 ҫулчченхи юниорсен Европӑри ӑмӑртӑвӗнче вӑй виҫнӗ. Геннадий Иванов тренер патӗнче ӑсталӑха алла илекенскер 63 килограмчченхи виҫере ун чухне кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. 21 ҫула ҫитиччен юниоркӑсен Европа чемпионатӗнче (ӑмӑрту Албанире 2017 ҫулта иртнӗ) хӗр ылтӑна тивӗҫнӗ.
Хальхи чемпионат Грузири Батуми хулинче ака уйӑхӗо 6-13-мӗшӗсенче иртӗ.
Етӗрне хули ҫумӗпе юхса иртекен Сӑр юханшывӗ урлӑ эстакада тӑвассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗ ҫав ӗҫе хӑш организаци пурнӑҫлассине пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче палӑртнӑччӗ.
Атӑл-Вятскуправтодорӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсене графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Халӗ унта эстакадӑн пӑрӑсӗсене хума пуҫланӑ. Пӗтӗмпе 23 тӑрӑх хурса тухмалла, вӗсем 33 метр тӑршшӗ тимӗр конструкцирен тӑрӗҫ.
700 метр ытла вӑрӑмӗш эстакада 100 тонна ытла машина йывӑрӑшне пӗр харӑс чӑтма пултарассине шантараҫҫӗ.
Атӑл-Вятскуправтодорӑн пресс-служби хыпарланине ӗненсен, мӗнпур ӗҫе 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен туса пӗтермелле.
Ҫак кунсенче Тӗмен хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри хӗллехи ял спорт вӑййисем иртеҫҫӗ. Унта пирӗн тӑрӑхрисем те тухса кайнӑ.
Спорт ҫемйисем хушшинче Чӑваш Енрисем халех палӑрнӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Алексейпа Наталья тата вӗсен ывӑлӗ Никита Ефремовсем 12-13 ҫулсенчи арҫын ачасемлӗ ҫемьесен хушшинче тупӑшаҫҫӗ. Пӗчӗкрех ачаллисен хушшинче Тӑвай районӗнчи Владимирпа Алина тата вӗсен ывӑлӗ Глеб Никифоровсем ӑмӑртаҫҫӗ.
Ҫемье командисем хутӑш эстафетӑра тупӑшнӑ та пирӗн ҫемьесем иккӗшӗ те хӑйсен ушкӑнӗсенче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Паян йӗлтр эстафетинче ӑмӑртнӑ. Кӗҫӗн ушкӑнра Ефремовсем иккӗмӗш тухнӑ, Никифоровсем — тӑваттӑмӗш вырӑнта.
Тӗменти ҫав ӑмӑртӑва пирӗн республикӑран Вӑрнар, Шупашкар, Йӗпреҫ, Тӑвай, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне районӗсенчи 24 спосртмен хутшӑнать.
2017 ҫулхи ҫулла Етӗрне хулинче Сӑр юханшывӗ хӗрринчи вакунран икӗ ҫын вырнаҫмалли кимӗ, мотор тата пулӑ тытмалли хатӗрсем ҫухалнӑ. Такам вакун ҫӑрине ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ.
Полицейскисем вӑрра шырама пуҫланӑ. Вӑхӑт иртсен ҫак ӗҫе Етӗрне районӗн арҫынни тума пултарни пирки хыпар ҫитнӗ. Ҫав арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ.
Хайхискер йӗр ун ҫине ӳкнине туйсан кимме тавӑрса пама шутланӑ. Вӑл кимме урӑх ҫынсем урлӑ хуҫине тавӑрса панӑ. Кимме йӑкӑртнӑранпа 2 ҫул иртнӗ пулнӑ ӗнтӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тепӗр хутчен тӗпчеме тытӑннӑ. Халӗ следстви пырать.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев черетлӗ ҫынсене черетлӗ наградӑпа хавхалантарма йышӑннӑ. Шупашкарти Е. Николаева олимп чемпионки ячӗллӗ олимп резервӗн 8-мӗш спорт шкулӗн пуҫлӑхне Алина Ивановӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ.
Алина Иванова Етӗрне районӗнчи Килтӗш ялӗнче 1969 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫапла, тепӗр виҫӗ кунтан ҫур ӗмӗрхине паллӑ тӑвӗ.
Шупашкарта аслӑ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи физкультура факультетӗнче вӗреннӗ. Спорт мастерӗ, ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, ССС тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Чӑваш Енпе Раҫсей чемпионки, рекордсменӗ, хӑвӑрт утассипе тӗнче тата Европа шайӗсенчи ӑмӑртусенче чемпион ятне тивӗҫнӗ. XXV ҫуллахи Олим вӑййине хутшӑннӑ.
Етӗрне районӗнчи Килтӗш ялӗнче пурӑнакансем ҫӗнӗ ФАП пуласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Халӗ ялти фельдшер пацентсене 2007 ҫулта хупӑннӑ шкул ҫуртӗнче йышӑнать. Унччен ял варринче пулнӑ администрацие, клуба та ҫавӑнта, ял хӗррине, куҫарнӑ.
Хӑшӗ-пӗрин фельдшер патне ҫитес тесе самай утмалла: 2-3 ҫухрӑм. Лачакаллӑ чухне уйрӑмах йывӑр – ҫула асфальт сарман.
Екатерина Алексеева фельдшерта 40 ҫул ӗҫлет. Вӑл хӑйӗн ӗҫне юратать, ку ӗҫе пӑрахасшӑн. Унӑн шухӑшӗпе, ФАП ял варринче пулсан лайӑхрах, ку унӑн ӗҫне те ҫӑмӑллатать.
Халӗ Килтӗшре 218 ҫын пурӑнать, вӗсенчен 36-шӗ – ачасем. Ҫынсем ял пухӑвӗсенче мудпункта ял варрине куҫарассине пӗрре мар сӳтсе явнӑ. Кӑҫал ФАП тӑваҫҫех, ун валли вырӑн та хатӗрленӗ.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫын сывлӑхӗшӗн сиенлӗ алкоголь сутнӑ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-сулжби пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче сӑмакун кӑларнӑ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл шӗвеке Етӗрне хулинче пурӑнакан ҫынна сутнӑ. Сӑмакунра вара сиенлӗ микрохутӑшсем тупнӑ.
Хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ, хӑйӗн ӗҫӗшӗн ӳкӗннӗ. Суд патшалӑх айӑплавҫипе килӗшсе хӗрарӑма 10 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Василий Николаев опера юрӑҫин пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна театр ӑсти сцена ҫине тухнӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Василий Николаев театрта 1993 ҫултанпа ӗҫлет. Тенор. Унӑн професси шайне хакласа, вӑл нацин музыкӑпа театр ӳнер тӳпе хывнине шута илсе ӑна Пӗтӗм чӑвашсен Тамара Чумакова ячӗллӗ хӗрарӑмсен премийӗпе пӗлтӗр чысланӑ.
Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ юрӑҫа сума сунине палӑртса асӑннӑ тӑрӑхрисен ентешлӗхӗн ертӳҫи, Раҫҫейӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов тата Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Софронов та ҫитнӗ. Вӗсем юрӑҫа сцена ҫине тухсах ӑшӑ сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ. Парне те илсе пынӑ. Николай Малов депутат артистӑн мӑшӑрне — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн директорне Елена Николаевӑна — упӑшкине хавхалантарса пырать тесе тав тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |